Ҫемье ҫавӑрни — сӑваплӑ ӗҫ. Анчах, шел те, хӑшӗ-пӗри пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлать.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Шупашкар ҫыннисем мӗн сӑлтавпа ытларах уйрӑлаҫҫе-ха?
Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пурнӑҫ ҫине расна пӑхни уйрӑлма хӗтӗртет-мӗн. Ҫак сӑлтава 35-шӗ палӑртнӑ. 25 ҫын кӑмӑлсем пӗр килменнине кӑтартнӑ. Теприсем хӑйсен кил-ҫурчӗ пулманшӑн уйрӑлаҫҫӗ-мӗн. Ҫакна 10-ӑн палӑртнӑ. 5 ҫемье мӑшӑртан пӗри юттипе улталанӑшӑн арканнӑ. Ыйтӑма аноним мелӗпе ирттернӗ. Пӗтӗмпе 55 анкета пулнӑ.
Эппин, пӗр-пӗрне чӑнах та юратни, хисеплени ҫеҫ ҫемье ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварать.
Шупашкарӑн Ленин районӗнче ҫамрӑксен правительстви йӗркеленнӗ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитнӗ май вӗсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх уйрӑмӗсемпе пӗрле «Хӗл Мучине чӗнсе-и?» проект пурнӑҫлама тытӑннӑ. Чи малтанхи хут ачасене савӑнӑҫ кӳме И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗпе «Рябинка» (чӑв. Пилеш) микрорайон ачисемшӗн Хӗл Мучипе Юрпике пулма Кабардаев Дмитрий, Романова екатерина, Шогулин Александр, Школьникова Екатерина хаваспах килӗҫшрӗҫ.
Юмах тӗнчин тумтирне тӑхӑнса ҫамрӑксем ачасене кӑна мар, ваттисене те саламларӗҫ. Шӑпӑрлансем, паллах, парнесемсӗр юлмарӗҫ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарти Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян уйрӑм кил-ҫурт талкӑшӗнчи ҫулсене юртан епле тасатнине тӗрӗсленӗ иккен. Ҫурт-йӗрти комуналлӑ хуҫалӑхпа хӑтлӑх пайӗн специалисчӗсем Пушкин, Пасар тата Колхоз урамӗсене ҫитсе курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен сӑмсисене Дача тӑкӑрлӑкне те чикнӗ тет. Тӗрӗслев ҫул-йӗре йӗркеллех тытнине кӑтартса панӑ имӗш.
Каласа хӑварас пулать, раштавӑн 31-мешӗччен уйрӑм кил-ҫурт таврашӗнчи ҫулсене УММ-1 организаци тасатать. Кайран кам тасатса тӑрасси пирки Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтермест.
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан пӗр арҫынна руль умне правасӑр ларнӑшӑн урам шӑлма янӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен тӗлне вӑл маларах та ҫакланнӑ-ха. Ҫул-йӗр правилине пӑснине кура ӑна правасӑр хӑвармалла та тунӑ. Вӑл пур — ним пулман пекех руль умне ларса тухнӑ. «Renault» машина хуҫине суд нумаях пулмасть 150 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Тӳре йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртсе арҫынна «Жилкомсервис-1» текен предприятие тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама вырнаҫтарнӑ. Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн пресс-секретарӗ Антон Антонов пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн халӗ урам шӑлма тата территорие хӑтлӑх кӳрессипе ытти ӗҫе пурнӑҫлама тивет.
Шупашкар хулин Ленин районӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалласа хӑйне евӗр акци йӗркеленӗ. «Ырӑ кӑмӑл тата хисепе — киле» ят панӑскере волонтерсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пахча ҫимӗҫ туянакан ватӑсене ҫав тавара киле йӑтса ҫитерме пулӑшӗҫ. Акцие асӑннӑ районӑн Ҫамрӑксен правительстви йӗркеленӗ.
Ыр кӑмӑллӑх ӗҫне авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнчех пуҫарнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Аслӑ, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан шкулсенче вӗренекен ҫамрӑксем кашни канмалли кунах ирхи тӑхӑр сехетрен пуҫласа тӗп хуламӑрти «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче пулӗҫ. Унта хальхи вӑхӑтра «Кӗр парни — 2013» ял хуҫалӑх ярмӑркки иртет. Пулӑшу кирлӗ пулсан ҫамрӑксем ватӑсене пахча ҫимӗҫе киле илсе пырса парӗҫ.
Этемӗн пултаруллӑхӗ чикӗсене пӗлмест. Ҫак шухӑш патне тухрӑм Шупашкарта пулса иртнӗ пӗр кӑсӑклӑ хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн.
Нумаях пулмасть халӑх корреспонденчӗн Владимир Спиринӑн ӗҫрен таврӑннӑ чухне Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи Хусанкай урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче кӑсӑклӑ ӳкерчӗк сӑнама май лекнӗ. Электричество пралукӗн линийӗнче спорт пушмак мӑшӑрӗ ҫакӑнса тӑнӑ имӗш. Ку култармӑшран журналист фотоаппарат ҫине ӳкермесӗр иртсе кайма пултарайман.
Ӳкерчӗке сӑнанӑ хыҫҫӑн пуҫра пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: «Мӗнле майпа мӑшӑрӑн пӗр пушмакӗ те мар, иккӗшӗ электричество пралукӗ ҫине улӑхса ларма пултарнӑ?» Тен ывӑтаканни хӑйӗн уйрӑм рекордне тӑвасшӑн пулнӑ, ара кам-ха Гинесс рекорд кӗнекине кӗме хирӗҫ пулӗ. Ҫапах та мӗнпур ҫитенӳре тӑкаксемсӗр пулмасть. Ывӑтаканнин вара пушмаксӑр тӑрса юлмалла пулнӑ.
Республикӑн Юстици министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, тӗнчене ҫӗнӗ чун килни пирки ҫинчен паллӑ тумалли кӑмӑллӑ процедура ӑнланманлӑх патне ҫитернӗ. Ӗҫӗ ҫапларах пулнӑ-мӗн.
Тӗп хуламӑрти Ленин районӗнчи ЗАГСра амӑшӗ хӑйӗн тин ҫеҫ ҫуралнӑ пепкине ҫыртарма пынӑ. Хушмат пирки калаҫу пуҫлансан вӑл хӑйӗнни евӗр партарма килӗшмен-мӗн. «Хушаматӑма пӗрех ҫывӑх вӑхӑтра ылмаштарӑп», — тесе ҫине тӑнӑ иккен хӗрарӑм. Анчах РФ Ҫемье кодексӗн 58-мӗш статйин 3-мӗш пунктӗнче ачан хушаматне ашшӗ-амӑшӗнни евӗр ҫырмалли пирки уҫӑмлах ӑнлантарнӑ. Маларах асӑннӑ тӗслӗхе илес тӗк, ашшӗн хушамачӗпе ҫыртарас — хӗрарӑм качча тухман пулнӑ иккен.
Ялта ҫуралнӑ, анчах вӑтам е аслӑ пӗлӳ илме республика тӗп хулине вӑхӑтлӑха пурӑнма куҫнӑ ҫамрӑксем лавккара туяннӑ сӗт таврашне тутанса пӑхсанах тӳрех «ку ӗнтӗ тӑван килти Бурёнка сӗчӗ мар ҫав» тесе сӑмсисене йӗрӗнсе аякалла пӑраҫҫӗ. Технологи тапхӑрӗ аталаннӑ май паянхи кун ҫак пулӑмӑн лару-тӑруне те начасах техника улӑштарма пултарӗ.
Шупашкарти урамсенче сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсене вырнаҫтарма планлани ҫинчен эпир сӑмаха хускатнӑччӗ. Ку ҫӗнӗлӗхе «Регионсем — чикӗсӗр ҫыхӑну» куравра специалистсем ырланӑ май хулара ҫак кунсенче 7 сӗткомачӗ «ӳссе те ларнӑ». Вӗсене 02.08.2012 №220 «Шупашкар лаптӑкӗнче ял-хуҫалӑх продукцийӗн суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫласси ҫинчен» ятарлӑ хула администраци йышӑнӑвӗпе вырнаҫтарнӑ.
Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем чӑннипех те меллӗ. Вӗсен тупӑшне хула администрацийӗ те, ҫыннисем те туйса илме май пулӗ. Хальлӗхе сӗткоматсем Ленин районӗнче икӗ вырӑнта: Мир проспекчӗн 7-мӗш тата 9-мӗш Пиллӗҫуллӑх урамӗн 16/15 адрессемпе вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне Калинин районӗненчи Калинин урамӗн 100-мӗш тата Трактӑр тӑвакан проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче те автоматсем «ӳссе ларнӑ».
Шупашкарти Ленин районӗнче «2013 ҫулти капиталлӑ ремонт тата нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене, ҫурт таврашӗнчи ҫула хӑтлӑх кӗртесси» муниципаллӑ ятарлӑ программӑна пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
«Гарант» тата «Стройсфера» ТМЯОсем 67 адреспа 25 709 тӑваткал метр картиш лаптӑкне юсама планланӑ. Утӑн 10-мӗшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх асӑннӑ организацисем 7 018 тӑваткал метр лаптӑкра хӑтлӑх кӗртнӗ те иккен. Паянхи куна илсен вӗсем Совхоз тата 9-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗсенчи картишсенчи ҫула юсаҫҫӗ.
Утӑн 4-7-мӗшӗсенче Коми Республикинчи Сыктывдин районӗнчи Выльгорт ялӗнче «Завалинка» ятпа ҫӳрекен халӑх юррине шӑрантаракан пултаруллӑх ушкӑнӗсен регионсем хушшинчи Х фестивалӗ иртнӗ. Юбилейлӑ фестивале ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен — Коми, Мари Эл, Карели, Удмурт республикисенчен тата Киров, Архангельск, Вологодск, Самар, Мурманск, Ярославль, Чулхула облаҫӗсенчен — 30 коллектив хутшӑннӑ.
Асӑннӑ фестивальте республика чысне Шупашкарти икӗ ушкӑн — «Акаци» культура кӗрменӗн «Укӑлча» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Алевтина Щетинина) тата вырӑс юррисен «Ылтӑн ҫӑлкуҫсем» халӑх ансамблӗ (ертӳҫи Татьяна Григорьева) — хӳтеленӗ. Пултаруллӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене жюри членӗсем — Питерти культура академин вӗрентекенӗсем тата Раҫҫейри паллӑ «Балаган Лимитед» юрӑҫсен ушкӑнӗн солисчӗсем хакланӑ.
«Укӑлча» ансамбль конкурс программине хутшӑнма 2 хӑна юрри тата ташӑ такмакӗсем хатӗрленӗ. Хӑйсен юрӑ-ташшипе пирӗн ентешсем фестивале пуҫтарӑннӑ ҫынсене пурне те тыткӑнлама пултарнӑ.
Конкур пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх наци йӑли-йӗркисене тытса пынишӗн «Укӑлча» ансамбле II степеньлӗ лауреат дипломне тивӗҫтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |